Пятница, 10.05.2024, 11:32
Приветствую Вас Гость | RSS

МАОУ"Андреевская ООШ" Ибресинского района Чуваш...

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Главная » 2023 » Апрель » 26 » Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ
20:57
Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ

 

     

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче чăваш чĕлхи кунне паллă тăвать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, эпир çак кун чăваш халăхĕн çĕнĕ çырулăхне, наци шкулне никĕсленĕ Иван Яковлевич Яковлева аса илетпĕр.

Пирĕн шкулта та И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă уяв иртрĕ. Шкул çумĕнчи ача садĕнчи ачасем сăвăсем каларĕç, «Тух-ха, Ванюк, урама» юрра шăрантарчĕç. Кĕçĕн классенчи ачасем ача-пăча вăййисемпе савăнтарчĕç, И.Я. Яковлев калавĕсене выляса кăтартрĕç.

Аслăрах классенчи ачасем чăваш юррисене юрларĕç, инсценировкăсем лартса куракансене савăнтарчĕç.

Ачасен  чăваш тумĕ куçа илĕртрĕ, чуна савăнтарчĕ. Пурте уявпа кăмăллă юлчĕç.

Просмотров: 124 | Добавил: kvi1501 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Вход на сайт
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Баннеры
Поиск
Календарь
«  Апрель 2023  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Copyright MyCorp © 2024
uCoz