Понедельник, 13.05.2024, 23:04
Приветствую Вас Гость | RSS

МАОУ"Андреевская ООШ" Ибресинского района Чуваш...

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 4
Гостей: 4
Пользователей: 0

Главная » 2017 » Апрель » 21 » Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок – 2017» 4-мĕш фестивалĕ иртрӗ.
12:20
Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок – 2017» 4-мĕш фестивалĕ иртрӗ.

Ака уйǎхӗн 20-мӗшӗнче Хурамалти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вǎтам шкулта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен район шайĕнчи «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок – 2017» 4-мĕш фестивалĕ иртрӗ. Фестиваль шкулти чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен квалификацине ÿстермелли тĕп мел пулса тăчӗ.

Чǎваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Ҫемен Элкерӗн «Пуян чǎваш вǎрманӗ» хайлавӗнчи паллǎ ячӗсен пӗлтерӗшӗ», « Лексикǎна вӗренннине пӗтӗмлетни», «Валери. Туркай. «Айǎп» уҫǎ уроксене итлерӗҫ, Хумма Ҫеменӗн «Шишка» хайлавӗ тǎрǎх йӗркеленӗ класс тулашӗнчи мероприятие пǎхрӗҫ. Вӗрентекенсем хǎйсен педагогика ӗҫӗнче тата методикăра усǎ куракан çĕнĕ (тухăçлă) мелсемпе, меслетсемпе паллаштарчӗҫ.

Йӗпреҫ район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗн методисчĕ Игнатьева А.А. ҫĕнтерÿçĕсене (Пучинке вăтам шкулěнчи Л.Н. Клементьевăпа Е.М.Михайлована), призёрсене: Л.П.Школьникована (Эйпеçри вăтам шкул), Л.Н.Никифорована (Энтриелĕнчи тĕп шкул), О.Н. Анисимовапа Г.В.Григорьевана( Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕ) сертификатсем тата дипломсем парса чысларӗ, малашнехи ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунчӗ.

Просмотров: 112 | Добавил: kvi1501 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Вход на сайт
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Баннеры
Поиск
Календарь
«  Апрель 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Copyright MyCorp © 2024
uCoz