Вторник, 14.05.2024, 22:02
Приветствую Вас Гость | RSS

МАОУ"Андреевская ООШ" Ибресинского района Чуваш...

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Главная » 2017 » Февраль » 10 » Чĕвĕлти Чĕкеç – 2017
09:30
Чĕвĕлти Чĕкеç – 2017

   Çулсерен нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче чăваш чĕлхине юратакансем валли «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурс иртет. Кăçал вăл нарăс уйăхĕн 8-мĕшенче иртрĕ. Энтриелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем те унта кашни çулах йышлăн хутшăнаççĕ. Кăçал çак вăйă- конкурсра  25 ача хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслеме кăмăл турĕ. Уйрăмах  2-мĕш тата 7-мĕш классем пĕтĕм класĕпех хутшăнма кăмăл туни савăнтарчĕ. Тата кăçал конкурса йĕркелекенсем çĕнĕлĕх кĕртнĕ: вĕрентекенсем валли те каткăс ыйтусемпе заданисем хатĕрленĕ. Ачасем те, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Никифорова Лидия Наумовна та хавхалансах ĕçлерĕç. Чылай ыйтусене хуравлама логика шухaшлавĕпе тавçăрулăх кăна кирлĕ пулчĕ.  Хăш-пĕр ыйтусем вара шкул ачисене тарăн шухăшлама вĕрентеççĕ, вĕсен пуплевне тата нумай пĕлес туртăмне аталантарма пулăшаççĕ.

Просмотров: 89 | Добавил: kvi1501 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Вход на сайт
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Баннеры
Поиск
Календарь
«  Февраль 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Copyright MyCorp © 2024
uCoz