Суббота, 11.05.2024, 11:12
Приветствую Вас Гость | RSS

МАОУ"Андреевская ООШ" Ибресинского района Чуваш...

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 6
Гостей: 6
Пользователей: 0

Главная » 2022 » Апрель » 26 » «Ялан янра, чăваш сăмахĕ!» уяв иртрĕ
11:49
«Ялан янра, чăваш сăмахĕ!» уяв иртрĕ

Паян  пирĕн  шкулта  Чăваш  чĕлхи  кунне  халалланă «Ялан янра, чăваш сăмахĕ!» уяв иртрĕ. Çак уявра шкул ачисем  хастар хутшăнчĕç.
Пĕрремĕш класс ачисем  И.Я. Яковлевăн «Эпĕ лаша шырама кайни» калава выляса кăтартрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш классем «Уçăлма тухнă шăши çури», «Маттур Сысна çури» пьеса-юмахсемпе куракансене савăнтарчĕç.  Тăваттăмĕшсем  С.В. Элкер пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.  Аслăрах ÿсĕмри ачасем «Утăмпала улма эп суйларăм», «Çеçен  хирти, ай, шур хурăн» юрăсене шăрантарчĕç.  Сцена çинчен чăваш юрри-сăвви ирĕккĕн, уççăн янăрарĕ. Ачасем  авалхи йăла-йĕркесене аван пĕлнине «Салтак ăсатни», «Ача-пăча вăййисем»  сыпăксенче  кăтартма пултарчĕç.

Ачасен  чăваш тумĕ куçа илĕртрĕ, чуна савăнтарчĕ. Пурте уявпа кăмăллă юлчĕç.

 

Просмотров: 88 | Добавил: kvi1501 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Вход на сайт
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Баннеры
Поиск
Календарь
«  Апрель 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Copyright MyCorp © 2024
uCoz