Пятница, 10.05.2024, 00:53
Приветствую Вас Гость | RSS

МАОУ"Андреевская ООШ" Ибресинского района Чуваш...

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Главная » 2024 » Апрель » 25 » «Ялан янра, чăваш сăмахĕ!» уяв иртрĕ
20:38
«Ялан янра, чăваш сăмахĕ!» уяв иртрĕ

      

Паян, апрелĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕр-шывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ  И.Я. Яковлев çуралнă.

Пирĕн  шкулта  чăваш  чĕлхи кунне  халалланă «Ялан янра, чăваш сăмахĕ!» уяв иртрĕ. Çак уявра шкул ачисем  хастар хутшăнчĕç.

Чăваш тумĕллĕ маттур ачасем атте-анне пилленĕ чĕлхене юратса, хисеплесе, упраса пурăнмалли çинчен хавхаланса сăвăсем вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, юмахсем лартрĕç.

Сцена çинчен чăваш юрри-сăвви ирĕккĕн, уççăн янăрарĕ. Ачасем авалхи йăла-йĕркесене аван пĕлнине «Улах» сыпăкра кăтартма пултарчĕç.  Пурте уявпа кăмăллă юлчĕç.

Просмотров: 22 | Добавил: kvi1501 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Вход на сайт
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Баннеры
Поиск
Календарь
«  Апрель 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Copyright MyCorp © 2024
uCoz