Вторник, 14.05.2024, 04:30
Приветствую Вас Гость | RSS

МАОУ"Андреевская ООШ" Ибресинского района Чуваш...

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Главная » 2017 » Февраль » 10 » «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосăвăсен инçет конкурсĕ
09:29
«Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосăвăсен инçет конкурсĕ

   

    Иртнĕ эрнере Энтриелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланă «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосăвăсен инçет конкурсне хутшăнас тесе тăрăшса ĕçлерĕç. «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосăвăсен инçет конкурсне ачасемпе çамрăксене тата аслă ăрури çынсене чӑваш халӑх поэчӗн пултарулӑхӗпе анлӑрах паллаштарас, чăваш чĕлхипе тата литературипе кăсăклантарас, вĕсен вулав пултарулăхне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурс валли 9 класра вĕренекен Андреева Карина «Натали кĕпе тĕрлет», 5 класра вĕренекен Агеева Ольга «Тезаврус лингве чувашорум»сăвă, 4 класра вĕренекенсем: Васильев Максим « Эп чăваш ачи», Борисова Виктория «Шкул ачи», Борцов Кирилл «Юман» сăвăсем, 2 класра вĕренекен Лаврентьев Лаврентий « Шкул ачи» сăвă хатĕрленĕ. Вĕсен вĕрентекенĕсем  те: Никифорова Лидия Наумовна, Иванова Василиса Аркадиевна, Васильева Евгения Николаевна, Фёдорова Зоя Николаевна, Максимова Нина Васильевна -  самаях хумханчĕç.

 Видеооператорĕсем  вара 5 класра вĕренекен Гаврилов Никитăпа Семёнов Никита пулчĕç. Вĕсем видеооператор ĕçĕ кăсăклă та кăткăс  пулнине ăнланчĕç, мĕншĕн тесен видеоматериал конкурса валли юрăхлă пултăр тесен темиçе хут та ÿкерме тиврĕ вĕсене. Кайран видеоматериалсене Интернетри youtube.com телеканала лартас тесе  9 класра вĕренекен Андреева Каринăпа  Яковлева Ксения нумай тăрăшрĕç. Вĕсем тăрăшни сая каймарĕ: пирĕн шкулти 6 ача П.Хусанкай сăввисене вуланине пĕтĕм тĕнче курса итлеме пултарать.

 Кашни ÿсĕмри çĕнтерÿçĕсене 2017 çулхи нарӑсӑн 22-мĕшĕ тĕлне палăртаççĕ. Малти вырăна тухнисене Хисеп хучĕсемпе тата пĕчĕк парнесемпе савăнăçлă лару-тăрура чыслаççĕ. Пур конкурсанта та, çавăн пекех ачасене конкурса хатĕрленĕ педагогсене те, видео ÿкернĕ операторсене те конкурса хутшăннине ĕнентерекен сертификатпа тивĕçтереççĕ.

Просмотров: 99 | Добавил: kvi1501 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Вход на сайт
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Баннеры
Поиск
Календарь
«  Февраль 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Copyright MyCorp © 2024
uCoz