Воскресенье, 12.05.2024, 16:28
Приветствую Вас Гость | RSS

МАОУ"Андреевская ООШ" Ибресинского района Чуваш...

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Главная » 2017 » Апрель » 28 » Мĕн? Ăçта? Хăçан?
08:25
Мĕн? Ăçта? Хăçан?

Чăваш чĕлхипе литература кунĕсем пынă май ака уйăхĕн 27- мĕшĕнче шкулта 7-9 классем хушшинче « Мĕн? Ăçта? Хăçан?» вăйă-ăмăрту иртрĕ. Ăна Никифорова Л.Н. ертсе пычĕ. Вăйă вăхăтĕнче ачасем 3 станцинче пулса унти тĕрĕслевсем витĕр тухрĕç. 1 станци «Çăлтăрчăк» ятлă. Унта ачасен 20 ыйту çине хуравламалла пулчĕ. Иккĕмĕш станци 2 туртан тăрать: 1 тур - « Мĕн? Ăçта? Хăçан?». Кунта 21 ыйту çине хуравсем памалла, 2 тур – «Хаваслă уроксем». Ачасем вырăс чĕлхи, биологи, истори, математика урокĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Виççĕмĕш станци « Малалла,малалла..» ятлă. Виçĕ станци витĕр тухса, 9 класс команди 107 балл пухса 1 вырăна тухрĕ ( Андреева Карина тата Григорьева Настя), 8 класс команди 91,5 балл пухса 2 вырăн ( Семёнов Стас тата Лаврентьева Таня), 7 класс команди 83,5 балл пухса 3 вырăн йышăнчĕ. (Виссарионова Эльвира тата Семёнова Дарина). Вăйă питĕ кăсăклă та хĕрÿллĕ иртрĕ. Ачасене вăйă питĕ кăмăла кайрĕ. Уйрăммăн илес пулсан 1 вырăна Андреева Карина тухрĕ (9 класс – 61 балл), 2 вырăна Семёнов Стас (8 класс – 51,5 балл), 3 вырăна Григорьева Настя (9 класс- 46 балл) тата Виссарионова Эльвира (7 класс – 45 балл) тухрĕç. Маттур, ачасем!

Просмотров: 95 | Добавил: kvi1501 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Вход на сайт
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Баннеры
Поиск
Календарь
«  Апрель 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Copyright MyCorp © 2024
uCoz