Понедельник, 13.05.2024, 20:01
Приветствую Вас Гость | RSS

МАОУ"Андреевская ООШ" Ибресинского района Чуваш...

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Главная » 2017 » Апрель » 26 » «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акци
13:28
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акци

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнсенчи ял-хулара «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акци иртрĕ. Кăçалхипе ку акции 5-мĕш хут иртет. Ăна Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Кăçалхи диктант тĕнчипе паллă педагог, вĕрентекен, шухăшлавçă Г.Н. Волков академик çырнă «Ăслă ача» хайлава тĕпе хурса йĕркеленĕ текст пулчĕ.

Энтриелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта диктант çырма 10 çын кăмăлларĕç. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ вĕрентекенсем, ыттисем тĕрлĕ классенче вĕренкенсем пулчĕç. Тĕпрен илсен диктанта аван çырни палăрчĕ. Никам та «2» паллă илмерĕ. Ачасене ку акци питĕ килĕшрĕ, тепĕр çул тата ытларах çын хутшăнса диктант çырма кăмăл пуррине палăртрĕç.

Просмотров: 93 | Добавил: kvi1501 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Вход на сайт
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Баннеры
Поиск
Календарь
«  Апрель 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Copyright MyCorp © 2024
uCoz