Понедельник, 13.05.2024, 23:04
Приветствую Вас Гость | RSS

МАОУ"Андреевская ООШ" Ибресинского района Чуваш...

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 4
Гостей: 4
Пользователей: 0

Главная » 2017 » Май » 5 » Упрар тǎван чĕлхемĕре, вǎл ĕмĕр пултǎр тĕнчере!
09:29
Упрар тǎван чĕлхемĕре, вǎл ĕмĕр пултǎр тĕнчере!

Энтриелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Чăвашлаха упрар ĕмĕрлехе!» ятлă литературăпа музыка уявĕ пулса иртрĕ. Çак кун вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те шкула капăр чăваш тумĕсемпе килчĕç. «Илемлĕ, илемлĕ..» кĕвĕ янăравĕпе чăваш çи-пуçĕ тăхăннă ачасемпе вĕрентекенсем алла-аллăн тытăнса зала утса кĕчĕç. Уява чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Никифорова Лидия Наумовна уçрĕ, 9 класра вĕренекен Андреева Каринăпа Яковлева Ксюша ертсе пычĕç. Чăваш Республикин Гимнĕ янранă хыççăн шкул директорĕ Треньков А.В. сăмах тухса калаçрĕ. Ун хыççăн Энтриел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Коннов С.В. сăмах илчĕ. Вĕсем пурне те Чăваш чĕлхи уявĕ ячĕпе саламларĕç, тăван чĕлхене , тăван халăхăн йăли-йĕркисене малашне те аталантарса пыма кирлине асăрхаттарчĕç.

Чи малтанах пĕчĕккисене сăмах пачĕç. Ача садне çÿрекенсем «Улми лайăх-и, çеçки лайăх-и?» юрăпа, чăваш ташшипе тата сăвăсемпе савăнтарчĕç.

Малалла уява 1 -9-мĕш класра вĕренекенсем тăсрĕç. Уявра ташă-юрăсем те, кулăшсем те, сценкăсем те пулчĕç. Кашни класс уява тĕплĕ хатĕрленни палăрчĕ. Куракансене уйрăмах «Мунча мыскари» инсценировка, Гаврилов Никитăпа Семёнов Никита шÿчĕсем тата 7-9 классенче вĕренекен арçын ачасем юрланă «Пĕлĕт, пĕлĕт» кăмăла кайрĕç.

«Мунча мыскарине» 9 класри Андреев Андрей, Яковлева Ксюша, Андреева Карина, 7 класри Андреев Сергей чăн-чăн артистсем пекех выляса кăтартрĕç. Куракансем вĕсене тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

Унтан куракансене вĕрентекенсем, ялти Культура çуртĕнче ĕçлекен Мешков А.Н. тата Сергеев А.М. хăйсен пултарулăхĕпе тĕлентерчĕç. Вĕсем юрланă «Пилеш шăрçи», «Ой, садра , пахчара», «Иш,иш , кăвакал» юрăсем куракансене пушшех хавхалантарса ячĕç.

Тăван чĕлхене халалланă уяв пурне те килĕшрĕ, савăнăç, хавхалану кÿчĕ.

 

 

Просмотров: 104 | Добавил: kvi1501 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Вход на сайт
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Баннеры
Поиск
Календарь
«  Май 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Copyright MyCorp © 2024
uCoz