Паян пирĕн шкулта 6,7 класра вĕренекен ачасем хушшинче «Атьăр, пĕрле выляр-и?» ăмăрту иртрĕ. Вĕренекенсем икĕ ушкăна пайланса чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчерĕç.
Ăмăрту тăватă станципе иртрĕ: «Ваттисен сăмахĕсем», «Тупмалли юмахсем», «Чăвашсен паллă çыннисем», «Чăваш чĕлхипе çыхăннă ыйтусем». Ачасем вăйăра савăнсах вылярӗҫ, чăваш чĕлхине пӗлнине кӑтартрӗҫ. Чи маттуррисем ята «Маттур ачасем» ушкăн тивĕçрĕ, вĕсен хуравĕсем тĕрĕсрех те туллирех пулчĕç.