Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Энтриелĕнчи тĕп шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Чăваш чĕлхи эрнине халалласа 7-9-мĕш класра вĕренекенсем И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ ирттерекен «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторинăна хутшăнчĕç.
Викторинăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем – вĕренекенсен тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне анлăлатасси; çамрăксене тăван халăхăн çыруллă, сăмах вĕççĕн çÿрекен культурипе паллаштарасси; тăван çĕре, ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси.
Викторина ыйтӑвӗсем чӗлхепе, литературӑпа ҫыхӑннисем пулчĕç. Ачасем кăсăклансах ыйтусене хуравларӗҫ, йывӑрлӑх сиксе тухсан та алӑ усмарӗҫ.