Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Пирĕн чĕлхемĕр пуян та илемлĕ, çепĕç те асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă кĕвĕллĕ.
Çак куна халалласа Энтриелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Шкул ачисем çак паллă куна чăтăмсăр кĕтрĕç, кăсăклă мероприятисем ирттерме тĕплĕн хатĕрленчĕç. Тĕрлĕ чăваш авторĕсен кĕнекисене вуларĕç, пăхмасăр калама сăвăсем вĕренчĕç, инсценировкăсем лартрĕç. Эрне тăршшĕпех тĕрлĕрен конкурссем, вăйăсем, викторинăсем иртрĕç. Ачасем çак мероприятисене хаваспах хутшăнчĕç.
Вĕренекенсем Пĕтĕм чăваш диктантне те хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсем чăваш чĕлхине, унăн историне, культурине лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç.