Çулсерен нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче чăваш чĕлхине юратакансем валли «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурс иртет. Кăçал вăл нарăс уйăхĕн 8-мĕшенче иртрĕ. Энтриелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем те унта кашни çулах йышлăн хутшăнаççĕ. Кăçал çак вăйă- конкурсра 25 ача хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслеме кăмăл турĕ. Уйрăмах 2-мĕш тата 7-мĕш классем пĕтĕм класĕпех хутшăнма кăмăл туни савăнтарчĕ. Тата кăçал конкурса йĕркелекенсем çĕнĕлĕх кĕртнĕ: вĕрентекенсем валли те каткăс ыйтусемпе заданисем хатĕрленĕ. Ачасем те, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Никифорова Лидия Наумовна та хавхалансах ĕçлерĕç. Чылай ыйтусене хуравлама логика шухaшлавĕпе тавçăрулăх кăна кирлĕ пулчĕ. Хăш-пĕр ыйтусем вара шкул ачисене тарăн шухăшлама вĕрентеççĕ, вĕсен пуплевне тата нумай пĕлес туртăмне аталантарма пулăшаççĕ.