Нарăсăн 5-7-мĕшĕсенче пĕтĕм чăваш шкулĕсенче «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă конкурс иртрĕ. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ – ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хăнăхтарасси, вĕсен пуплевне аталантарасси, ачасене сăмахсемпе вырăнлă та тирпейлĕ усă курма вĕрентесси.
Пирĕн шкулти ачасем те çак ăмăртăва хастар хутшăнчĕç. Ачасен пурĕ 30 ыйту çине хуравлама тиврĕ.
Вăйă конкурс ачасен тавра курăмне аталантарма пулăшать, чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсене уçса парать, халăх йăли-йĕркипе, сăмахлăхĕпе паллаштарать. Çак конкурс ачасене тăван чĕлхемĕре хисеплеме, унăн техĕмне туйса илме хăнăхтарать.