6-мĕш классем хушшинче «Чи хастарри, чи тавçăрулли» вăйă иртрĕ. Ачасем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Вĕсем тупмалли юмахсене, ваттисен сăмахĕсене лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç, сăвăсем каларĕç.
«Тёван чĕлхе – чĕкеç чĕлхи! Тăван чĕлхе – анне чĕлхи, ирĕклĕ çĕр-шывра ĕмĕр янăра!» - палăртрĕç ачасем хăйсен шухăшĕсене.