Чăвашсене çутта кăларнă аслă вĕрентекенĕмĕре халалланă «Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» калаçу урокĕсем иртрĕç. Уроксенче И.Я. Яковлев чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ нумай ĕç туни çинчен калаçрĕç.Вăл чăваш çырулăхне шухăшласа кăларнă, халăх вĕрентĕвĕн ертӳçи, чăваш фольклорĕн тĕпчевçи, букварьсемпе чăваш кĕнекисен авторĕ, тăлмачă, пĕрремĕш ача-пăча писателĕ, литература хаклавçи пулнине палăртса хăварчĕç.
Ачасем И.Я. Яковлев калавĕсене аса илчĕç, ăна халалланă сăвăсем вуларĕç.