Паян, апрелĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕр-шывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И.Я. Яковлев çуралнă.
Пирĕн шкулта чăваш чĕлхи кунне халалланă «Ялан янра, чăваш сăмахĕ!» уяв иртрĕ. Çак уявра шкул ачисем хастар хутшăнчĕç.
Чăваш тумĕллĕ маттур ачасем атте-анне пилленĕ чĕлхене юратса, хисеплесе, упраса пурăнмалли çинчен хавхаланса сăвăсем вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, юмахсем лартрĕç.
Сцена çинчен чăваш юрри-сăвви ирĕккĕн, уççăн янăрарĕ. Ачасем авалхи йăла-йĕркесене аван пĕлнине «Улах» сыпăкра кăтартма пултарчĕç. Пурте уявпа кăмăллă юлчĕç.