Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче пирĕн шкулта инçет майпа «Юрататăп тăван ялăма» сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. Ачасем хăйсем çырнă ĕçĕсенче тăван яла юратнине, унпа мухтаннине палăртрĕç. Çак конкурсра уйрăмах 7-мĕш класс ачисем палăрчĕç.
«Юрататпăр эпир хамăр ялăма! Пирĕн хамăр тăван ялпа яланах мухтанмалла, унăн илемне упрама тăрăшмалла», - тесе палăртнă вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсенче.