Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2018 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче чăваш чĕлхи, литератури тата культурипе «Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади»ирттерчĕ.
Олимпиадăна 6–7-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Шкул ачисем хаваспах олимпиадăн ыйтăвĕсене пурнăçларĕç.
Олимпиадăн тĕллевĕсемпе задачисем çаксем пулчĕç:
– чăваш чĕлхине тата литературине вĕреннин пĕлтерĕшне ÿстересси;
– вĕренекен ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлĕпе, шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарасси;
– шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе тĕпчев ĕçне явăçтарасси;
– интернет технологийĕсемпе вĕренÿре усă курас хăнăхăва малалла аталантарасси.