Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци иртрĕ. Диктант текстне Çемен Элкерĕн «Чăваш вăрманĕ» хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ. Кăçал çыравçă çуралнăранпа 130 çул çитет.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Пирĕн шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те çак акцие хастар хутшăнчĕç.