Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕрентỹ учрежденийĕсенче оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Уйăхлăх ĕçĕсен планĕпе килĕшÿллĕн Энтриелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче сăвă чи лайăх калакансен конкурсĕ иртрĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Лидия Наумовна Никифорова ертсе пычĕ. Конкурса чăваш чĕлхине аталантарас, пултаруллă ачасене пулăшас, тăван чĕлхемĕре малалла упраса аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Чи маттуррисем 2 класра вĕренекен Лаврентьев Лаврентий, 4 класра вĕренекен Васильев Максим, Борисова Виктория, Борцов Кирилл, 5 класра вĕренекен Агеева Ольга тата 9 класра вĕренекен Андреева Карина пулчĕç. Вĕсем хăйсем суйласа илнĕ сăвăсене чун туйăмĕпе илемлĕ вуласа парса куракансен чун-чĕрине тыткăнларĕç.
Çĕнтерÿçĕсене уйăхлăх вĕçĕнче Хисеп хучĕсемпе чыслĕç.