Пирĕн шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Чăваш чĕлхи эрнине халалласа 6-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Тавçăруллă вĕренекенсем» вайă иртрĕ. Ачасем икĕ ушкăна пайланса ĕçлерĕç.
Вăйăра ачасем тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕç. Вĕсен И.Я. Яковлев çинчен, вăл тунă чăваш алфавичĕ çинчен, Чăваш Республикинчи хуласем çинчен, хамăр тăрăхри паллă çыравçăсем çинчен пĕлмелле пулчĕ. Çавăн пекех чĕлхепе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене те хуравларĕç вĕсем.
Вăйăра ачасем хастар ĕçлерĕç. Çак вăйă ачасенче тăван чĕлхепе мăнаçланас, ăна тĕпчес-упрас туйăма çĕклерĕ.