Пучинке салинче нарӑсӑн 17-мӗшӗнче чӑн-чӑн поэзи уявӗ иртрӗ. Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ "Туркай вулавӗсем – "Ан хӑр, юман, ан хуҫӑл!" фестиваль кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут пулчӗ.
Фестивале хутшӑнакан пултаруллӑ ачасем тата ҫитӗннисем сцена ҫинчен Валерий Туркай тата Раиса Сарпи ҫырнӑ сӑвӑсене шӑрантарчӗҫ. Валерий Владимирович Туркай кашни конкурсанта сцена ҫине тухса кӗнекесем парнелесе савӑнтӑрчӗ, кашнине кирлӗ сӑмахсем тупса хавхалантарчӗ.
Пирĕн шкул ачисем те поэзи уявне хутшăнма кăмăл турĕç. 1-4 классенче вӗренекенсем хушшинче 1 вырӑна Кристина Волкова, 8-11 классенче вӗренекенсем хушшинче Лаврентий Лаврентьев çĕнсе илме пултарчĕç