Суббота, 11.05.2024, 00:02
Приветствую Вас Гость | RSS

МАОУ"Андреевская ООШ" Ибресинского района Чуваш...

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Главная » 2019 » Апрель » 5 » Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика шайĕнчи фестивалĕн куçăмлă тапхăрĕ иртрĕ
13:15
Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика шайĕнчи фестивалĕн куçăмлă тапхăрĕ иртрĕ

Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Регионсен аталанăвĕн центрĕ Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика  шайĕнчи фестивалĕн куçăмлă тапхăрне  ирттерчĕç. Фестивале  1-4 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Фестивалĕн куçăмлă тапхăрĕ  Чăваш республикин вĕренÿ институтĕнче иртрĕ.  Институтăн акт залне  район-хула шайĕнче тата республикăн куçăмсăр  тапхăрăнче çĕнтернĕ ачасем пуçтарăнчĕç. «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши», «Чăваш апачĕ» номинацисенче 150 ачана яхăн тупăшрĕ. Вĕсем хушшинче  Чăваш Республикинчи шкулсенче вĕренекенсем кăна мар, Тутар республикипе Самар облаçĕнчи шкулсенче вĕренекенсем те  пулчĕç.

Пирĕн шкулта иккĕмĕш класра вĕренекен Софья Петрова «Сăмах илемĕ» номинацире "Пукане юмахĕ" вуласа   çĕнтерÿçĕ дипломне тивĕçлĕ пулчĕ.

   Хатĕрлекенĕ кĕçĕн классене вĕрентекен Василиса Аркадиевна Иванова.

 

Просмотров: 98 | Добавил: kvi1501 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Вход на сайт
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Баннеры
Поиск
Календарь
«  Апрель 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Copyright MyCorp © 2024
uCoz