Энтриелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе уçă урок иртрĕ. 6-мĕш класс ачисем «Сăпат местоименийĕсем» темăна вĕренчĕç. Урокра ачасем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç. Вĕсем карточкăсемпе ĕçлерĕç, сăмах диктанчĕ çырчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç, сăвăсем каларĕç. Ачасем чăваш чĕлхине чун-чĕререн юратса вĕреннине, ăслă та анлă тавра курăмлă пулнине кăтартса пачĕç.
Энтриелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта аннесене халалланă уяв иртрĕ. Аннесем, кукамайсемпе асаннесем илемлĕ те хăтлă зала пуçтарăнчĕç.Вĕренекенсем курма килнĕ аннесене, кукамайсемпе асаннесене юрă-кĕвĕпе саламларĕç, илемлĕ сăвăсем вуларĕç. Тĕнчери чи юратнă çынсемшĕн ташăсем ташларĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.Куракансем ачасен пултарулăхĕпе питĕ кăмăллă пулчĕç, тăвăллăн алă çупрĕç.
5 марта в школе состоялось мероприятие, посвященное международному женскому дню «А ну-ка девочки». Все классы активно участвовали в мероприятии. Конкурсы были интересными и веселыми. Начальные классы остались довольны мероприятием. Среди старших классов победительницей стала Павлова Юлия. Во всех конкурсах она показала хорошие результаты. Все конкурсанты получили диплом.