Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2021» акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, чăвашла тĕрĕс çырасси. Пирĕн шкултан та çак акцие вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç.