Ака уйăхĕн 22 – мĕшĕнче « Литературăллă Йĕпреç ен» викторинăна хутшăнса ачасем хамăр районтан тухнă паллă çыравçăсен пултарулăхне тишкерчĕç.Викторина ыйтăвĕсем «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн 2017 çулхи ака уйăхĕн 26№-че пичетленсе тухнă. Унта пурĕ 24 ыйту. Ыйтусене хатĕрлекенĕ И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультечĕн 4 курс студенчĕ Ксения Васильева. Йĕпреç тăрăхĕ нумай сăмах ăсти парнеленĕ, пултаруллă чылай çыравçăна пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Вĕсен литературăри çитĕнĕвĕсене шкул программине те кĕртнĕ. Çамрăк арăва вĕрентсе воспитании парас ĕçре вĕсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Çавăнпа та пирĕн хамăр тăрăхăн литература сăн-сăпатне пĕлмелле. Ыйтусем çăмăлах пулмарĕç, анчах та ачасем Л.Н.Никифорова пулăшнипе тата Интернетпа усă курса пур ыйтăва та хуравларĕç. Нумай çĕнни пĕлчĕç ачасем викторинăпа ĕçленĕ май. «Çакăн йышши пултарулăх конкурсĕсем татах та ытларах пулччăр», - пĕлтерчĕç ачасем хăйсен шухăшне.