Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче 5-9 классем « Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем» ятлă презентацисемпе паллашрĕç. Ун хыççăн тÿрех викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Викторинăра пурĕ 18 ыйту пулчĕ. Ачасем ăмăртма тĕплĕ хатĕрленни сисĕнет. Чи нумай балл пухса 1-мĕш вырăна 8 класс тухрĕ, 2- мĕш вырăна - 9 класс, 3 - мĕш вырăна вара 7 класс йышăнчĕ. .Çĕнтерÿçĕсене пурне те саламлатпăр! Малашне те ăнăçусем сунатпăр.
Наша школа приняла участие во Всероссийском экологическом диктанте. Всего участвовало 15 учеников. Победительницей стала Андреева Карина (9 класс). Призерами стали Агеев Иван(7 класс), Семенов Станислав(8класс). Поздравляем победителей и пизеров.
Чăваш чĕлхипе литература кунĕсем пынă май ака уйăхĕн 27- мĕшĕнче шкулта 7-9 классем хушшинче « Мĕн? Ăçта? Хăçан?» вăйă-ăмăрту иртрĕ. Ăна Никифорова Л.Н. ертсе пычĕ. Вăйă вăхăтĕнче ачасем 3 станцинче пулса унти тĕрĕслевсем витĕр тухрĕç. 1 станци «Çăлтăрчăк» ятлă. Унта ачасен 20 ыйту çине хуравламалла пулчĕ. Иккĕмĕш станци 2 туртан тăрать: 1 тур - « Мĕн? Ăçта? Хăçан?». Кунта 21 ыйту çине хуравсем памалла, 2 тур – «Хаваслă уроксем». Ачасем вырăс чĕлхи, биологи, истори, математика урокĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Виççĕмĕш станци « Малалла,малалла..» ятлă. Виçĕ станци витĕр тухса, 9 класс команди 107 балл пухса 1 вырăна тухрĕ ( Андреева Карина тата Григорьева
... Читать дальше »
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, юнкун, ачасем кĕтнĕ юмах кунĕ çитрĕ. 4 класра вĕренекенсем Иванова Василиса Аркадиевна ертсе пынипе « Чечеклĕ кăмпа» юмах лартса пачĕç. «Пĕчĕк артистсем» чăннипех лайăх хатĕрленнĕ. Тумĕсем те, юмах валли хатĕрленĕ музыки те, декорации те – пурте килĕшÿллĕ. Анюк рольне Борисова Вика, Ванюк рольне – Петров Сергей, Чечеклĕ кăмпа – Борцов Кирилл, Мулкач – Павлова Юлия,Чĕрĕп – Петров Глеб, Пакша – Сергеев Владимир, Кашкăр – Васильев Андрей ăста вылярĕç. Ертсе пыраканĕ Васильев Максим пулчĕ.
... Читать дальше »