Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнсенчи ял-хулара «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акци иртрĕ. Кăçалхипе ку акции 5-мĕш хут иртет. Ăна Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă.Кăçалхи диктант тĕнчипе паллă педагог, вĕрентекен, шухăшлавçă Г.Н. Волков академик çырнă «Ăслă ача» хайлава тĕпе хурса йĕркеленĕ текст пулчĕ.
Энтриелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта диктант çырма 10 çын кăмăлларĕç. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ вĕрентекенсем, ыттисем тĕрлĕ классенче вĕренкенсем пулчĕç. Тĕпрен илсен диктанта аван çырни палăрчĕ. Никам та «2» паллă илмерĕ. Ачасене ку акци питĕ килĕшрĕ, тепĕр çул тата ытларах çын хутшăнса диктант çырма кăмăл пуррине палăртрĕç.