Паян пирĕн шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Ялан янăра, чăваш чĕлхи!» уявĕ иртрĕ. Çак уявра шкул ачисем те, вĕрентекенсем те хастар хутшăнчĕç. Кашниех çак уявра палăрма тăрăшрĕ. Сцена çинчен чăваш юрри-сăвви ирĕккĕн, уççăн янăрарĕ. Кĕçĕн класс ачисем «Асамлă çăмха» юмах лартса пачĕç, сăвăсем каларĕç. Улттăмĕш классем «Çеçенхирти ай шур хурăн», «Иван Яковлева мухтаса» юррисемпе куракансене савăнтарчĕç. Çиччĕмĕш класра вĕренекен «Чăваш ен» юрра хитре шăрантарса пачĕ. Саккăрмĕшсем вара такмаксем юрласа пухăннисене хавхалантарчĕç. &
... Читать дальше »