Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхĕшĕн, чăннипех те, манăçми çын. Вăл – чăваш алфавичĕн никĕслевçи, вĕрентекен, ăсчах. И.Я. Яковлев литература анинче те тарăн йĕр хăварнă. Унăн «Ача-пăча калавĕсем» ятлă кĕнеки ăса вĕрентекен хайлавсемпе пуян. 5-мĕш класра «И.Я. Яковлев калавĕсене пĕлетĕр-и?» викторина иртрĕ. Ачасем Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн калавĕсем тăрăх тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. И.Я. Яковлевăн хайлавĕсенчи усăллă сĕнÿсене пурнăç валли асра хăварма шантарчĕç.