Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. 6, 7-мĕш класра вĕренекенсем «И. Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» ятлă стена хаçачĕ кăларчĕç. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн патриархăмăр – çак чаплă сăмахсем пурте Иван Яковлевич Яковлев çинчен. Мĕншĕн-ха пирĕн халăх ăна çапла пысăка хурса хаклать? Мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çĕклес тесе тăрăшнă. Ачасем хаçатра И.Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне пур енлĕн кăтартса пачĕç.