Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче пирĕн шкулта чăваш чĕлхине халалланă эрне пуçланчĕ. 6-мĕш класс ачисем „Пирĕн вăйă“ конкурса хутшăнчĕç. Çак вăйăра вĕренекенсен тĕрлĕ ушкăнри ыйтусем çине хуравламалла пулчĕ. Ачасене уйрăмах хамăр çĕр-шывăн паллă çыннисемпе, тупмалли юмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарчĕç. Конкурсра пурте хастар пулчĕç, тăван литературăпа тăван чĕлхене лайăх пĕлнине кăтартрĕç.