Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Регионсен аталанăвĕн центрĕ Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика шайĕнчи фестивалĕн куçăмлă тапхăрне ирттерчĕç. Фестивале 1-4 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Фестивалĕн куçăмлă тапхăрĕ Чăваш республикин вĕренÿ институтĕнче иртрĕ. Институтăн акт залне район-хула шайĕнче тата республикăн куçăмсăр тапхăрăнче çĕнтернĕ ачасем пуçтарăнчĕç. «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши», «Чăваш апачĕ» номинацисенче 150 ачана яхăн тупăшрĕ. Вĕсем хушшинче Чăваш Республикинчи шкулсенче вĕренекенсем кăна мар, Тутар республикипе Самар облаçĕнчи шкулсенче вĕренекенсем те пулчĕç.<
... Читать дальше »