Семен Васильевич Элкер - чăваш халӑх поэчĕ, паллă публицист, драматург, прозаик. Унăн пултарулăхне аса илсе тăван литература урокĕсенче унăн хайлавĕсене илемлĕ вуларĕç. 7-8 классем хушшинче «Эсир Элкер пултарулăхне пĕлетĕр-и?» викторина иртрĕ.
Ачасем Элкер çинчен нумай пĕлнине унăн хайлавĕсене лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç, пултаруллă поэтпа мухтаннине палăртрĕç.... Читать дальше »
Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн патриархăмăр — çак чаплă сăмахсем пурте Иван Яковлевич Яковлев çинчен. Мĕншĕн-ха пирĕн халăх ăна çапла пысăка хурса хаклать? Мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çити çĕклес тесе тăрăшнă.
Кĕçĕн классемпе 5-мĕш класс ачисем уроксенче Иван Яковлевич Яковлевăн хайлавĕсене вуларĕç, вĕсем тăрăх ÿкерчĕксем ÿкерчĕç.