Паян пирĕн шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв концерчĕ иртрĕ. Концерта шкул ачисем, вĕрентекенсем хастар хутшăнчĕç. Сцена çинчен чăваш юрри-сăвви ирĕккĕн, уççăн янăрарĕ. Чăваш ташши кăмăла çĕклерĕ, чăваш тумĕ куçа илĕртрĕ, чуна савăнтарчĕ. Пурте уявпа кăмăллă юлчĕç.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче республикăра тата унăн тулашĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акци иртрĕ. Диктант Владислав Николаевăн «Мăнаçлăхăмăр, мухтавăмăр..» тексчĕ тăрăх пулчĕ. Пĕтĕм чăваш диктанчĕн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин сумне хăпартасси, халăх хушшинче унăн çепĕçлĕхне сарасси, чăвашла тĕрĕс çырасси. Пирĕн шкултан та çак акцие вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç.